Ҫӗрпӳ районӗнче ҫӗнӗ прокурора ҫирӗплетнӗ. Вӑл – юстицин аслӑ канашҫи Евгений Петров.
Евгений Петров – Ҫӗнӗ Шупашкартан, 1977 ҫулта ҫуралнӑ. 2000 ҫулта И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн юридици факультетне пӗтернӗ, икӗ ҫултан Ҫӗнӗ Шупашкар прокурорӗн пулӑшуҫи пулнӑ.
2018 ҫулхи ҫулларанпа вӑл Элӗк районӗн прокуратурине ертсе пынӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта паян ҫӗрле, 2 сехетре, общежити ҫуннӑ. Ку Семенов урамӗнчи 21-мӗш ҫуртра пулнӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫынсене эвакуацилеме тивнӗ. Пӗтӗмпе 11 ҫынна урама илсе тухнӑ. Вӗсен йышӗнче виҫҫӗшӗ – ачасем.
Пушара 25 минутран сӳнтернӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм такам чӗртсе янӑран тухнӑ. «Хӗрлӗ автан» коридорта сарӑлнӑ, 6 хваттер алӑкне сиенлетнӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пулӑҫ ҫухални пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вӑл кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ирхи 4 сехетре пулла кайнӑ. Анчах тӑванӗсем вӑл ӑҫталла ҫул тытнине пӗлмеҫҫӗ. Арҫынна «Лиза Алерт» хастарӗсем шыраҫҫӗ.
Пулӑҫ япалисен тупнӑ. Анчах, шел те, хӑйне хальлӗхе тупайман. Паян 11 сехет те 40 минутра Ҫӗнӗ Шупашкар ҫывӑхӗнче, Атӑл ҫинче, унӑн калпакне, пирусне, пӑрине асӑрханӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енре следстви органӗсем хыпарланӑ тӑрӑх, халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Козлов Евгений Владимирович пулла кайсан ҫухалнӑ. Вӑл унта кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ирхи 4 сехетре тухса кайнӑ.
1983 ҫулта ҫуралнӑ арҫынна "Лиза Алерт" ушкӑн хастарӗсем шыраҫҫӗ. Вӑл ӑҫталла пулӑ тытма кайни паллӑ мар. Килтен кайнӑ чухне сӑрӑ костюм, сӑрӑ тӗслӗ атӑ, хура ҫӗлӗк тӑхӑннӑ пулнӑ.
Шырав ӗҫӗнче хастарсем кирлӗ.
Информацие пӗлтермелли телефон номерӗ: 8 (800) 700-54-52 е 112.
Ҫӗрпӳре лавкка вӑррисене ӑнсӑртран тытса чарнӑ. Ҫӗнӗ ҫул каҫхине ҫул-йӗр инспекторӗсем ҫул урлӑ правилӑсене пӑсса каҫакан икӗ арҫынна асӑрханӑ. Ҫитменнине, вӗсем ӳсӗр пулнӑ.
Хайхи арҫынсем - Шупашкартан тата Ҫӗнӗ Шупашкартан. Вӗсен кутамккинче апат-ҫимӗҫ, эрех пулнӑ.
Каярахпа ҫакна палӑртнӑ: 20-ри тата 34 ҫулти арҫынсем апат-ҫимӗҫе Ҫӗрпӳри супермаркетран вӑрланӑ. Пӗтӗмпе - 2 пин тенке яхӑн.
Ҫак арҫынсем Шупашкарти лавккасенчен те вӑрланӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӗсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш Енре Ҫӗнӗ ҫул каҫхине пӗр ача кӑна ҫуралнӑ. Кун пирки Хулари 1-мӗш клиника пульници пӗлтерет.
Пепке ҫур ҫӗр иртни 1 сехетре кун ҫути курнӑ. Вӑл - арҫын ача, ҫӳлерех асӑннӑ пульницӑра ҫуралнӑ.
Ача 4 килограма яхӑн тайнӑ, 56 сантиметр тӑршшӗ пулнӑ. Кӑҫалхи иккӗмӗш ача Ҫӗнӗ Шупашкарта ирхи 9 сехет те 34 минутра ҫуралнӑ. Вӑл та арҫын ача.
Кӑҫал пӗрремӗш хӗрача 13 сехет те 57 минутра Президент пепкелӗх центрӗнче кун ҫути курнӑ.
Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, раштавӑн 19-25-мӗшӗсенче республикӑра ОРВИпе чирлекенсем сахалланнӑ. Ҫав тапхӑрта 11700 ҫын чирленӗ. Ун умӗнхи эрнепе танлаштарсан, ку 13,8 процент сахалрах. Чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗнченпе чирлекенсен йышӗ чакса пыни пулман.
Чирлекенсем ытларах Шупашкарта, Канашра, Шупашкар районӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Улатӑрта, Ҫӗмӗрлере, Ҫӗрпӳ районӗнче.
Сӑмах май, кӑҫал чирлекенсен йышӗ чи йышли кӑрлачӑн 31-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑсӑн 6-мӗшӗччен пулнӑ — 21 530 ҫын.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан арҫын кӳршине кӳрентерсе пӗтернӗ. Хӑй ҫамрӑк та мар, 57 ҫулта. Ҫамрӑк чух ҫын хӗрӳ-ха, ҫулсем кайнӑҫемӗн этем тени лӑпланакан, ӑсланакан.
Ҫӗнӗ Шупашкарти арҫын тӗлӗшпе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах суда, унтан суд приставӗсем патне ҫитнӗ. Приставсем ӑна кӳршинчен каҫару ыйтма хушнӑ.
Арҫын каҫару ыйтса ҫырнӑ хута Пӗлтерӳ хӑми ҫине вырнаҫтарнӑ. Унсӑр пуҫне вӑл ҫынна кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн 15 пин тенкӗ тӳленӗ.
22.12.2022. Ҫак пилӗк "иккӗллӗ" кун республикӑра 38 ҫемье чӑмӑртаннӑ. Чи ҫамрӑк хӗр 21 ҫулта пулнӑ, чи асли - 51 ҫулта. Чи аслӑ каччӑ 62-ре пулнӑ. Ытларахӑшӗ, хӗрсем, 20-ре мӑшӑрланнӑ. Чи ҫамрӑк каччӑ 21 ҫулта пулнӑ.
Шупашкарти Мускав районӗнчи тата Ҫӗнӗ Шупашкарти ЗАГС пайӗнче ытларах ҫемье ҫавӑрнӑ. Иккӗшӗнче те ҫичшер мӑшӑр хут уйӑрттарнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 41 ҫулти арҫын 11 ҫул хӗрӗшӗн алимент тӳлемен, пулӑшман. Парӑм 557 пин тенкӗ пухӑннӑ. Ӑна административлӑ майпа та, уголовлӑ майпа та явап тыттарнӑ.
Арҫыннӑн хваттер сутма тӑрсан алимента тӳлемех тивнӗ. Ҫӗнӗ Шупашарта унӑн хваттерте 1/4 пай чухлӗ харпӑрлӑх пур-мӗн. Анчах парӑм пуррипе вӑл ӑна сутайман. Кун хыҫҫӑн ун часах алимента татма укҫа тупӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |